5-мĕш класра вĕренекенсем Г.Кириллов ҫырнă «Йытăпа сунарҫă» юмах-пьеси тăрăх спектакль кăтартрĕҫ

5-мĕш  класра вĕренекенсем Г.Кириллов ҫырнă «Йытăпа сунарҫă» юмах-пьеси тăрăх спектакль кăтартрĕҫ

     Чăвашсене ҫутта кăлараканĕ,  паллă педагог И.Я.Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнĕ май Чиричкасси тĕп шкулĕнче пулса иртекен ĕҫсен ятарлă  планне палăртнă. Ҫав планпа килĕшӳллĕн пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче 5-мĕш  класра вĕренекенсем Г.Кириллов ҫырнă «Йытăпа сунарҫă» юмах-пьеси тăрăх спектакль кăтартрĕҫ.

     Чăн-чăн тус тупма ҫăмăл мар иккен. Йытă мулкачпа та, тилĕпе те, кашкăрпа та, упапа та туслă пулма тăрăшать, анчах вĕсем пурте сунарҫăран хăраҫҫĕ иккен. Йытта хăравҫăсем кирлĕ мар. Юлашкинчен вăл чăн-чăн шанчăклă тус тупать. Сунарҫă-этемем кăна никамран та хăрамасть. Ҫакна 5-мĕш класра вĕренекенсем  ĕненмелле кăтартса пачĕҫ.

     Спектакль пурне те килĕшрĕ. Куракансем тăвăллăн ал ҫупса тав турĕҫ ҫамрăк «артистсене».